Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 5 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: Куславкка округӗнче, Атӑл ҫинче, арҫын пулла кайсан юрҫӳренӗпе юр ӑшне кӗрсе ларнӑ та тухайман. Вӑл 3 сехет хӑй тӗллӗн тухма хӑтланнӑ. Анчах пултарайман.
Юлашкинчен пулӑҫ юлташӗнчен пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама сӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен юрҫӳрене юр ӑшӗнчен кӑларнӑ та пулӑҫа ҫыран хӗррине ҫитме пулӑшнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн ОСАГО полисӗн срокӗ тухнӑ, вӑл вара ҫаплах ачасене турттарнӑ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна ҫӗнӗ документ тунӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн прокуратура шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе ачасене кашни кун ОСАГО полисӗсӗр илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн автобус валли ҫӗнӗ ОСАГО хатӗрленӗ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Денис Аванский кашни ҫулах юртан мӗн те пулин ӑсталать. Хальхинче вӑл шӑллӗсемпе Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» картинине евӗрленӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Денис ӗҫ тӑватӑ кунра туса пӗтернӗ. Композицие вӑл йӑлтах юртан ӑсталанӑ. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗсем пулӑшнӑ.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Шупашкарти музейсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче те ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, В.И. Чапаев ячӗллӗ музей тата Куславкка тӑрӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ӗҫлӗҫ.
Музейпа курав центрӗ куракансене кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче йышӑнӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ — кӑрлач уйӑхӗн 4, 5 тата 6-мӗшӗсенче, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ — кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче.
Кӑрлач уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче музейсенче канмалли кунсем пулӗҫ, 10-мӗшӗнчен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсем ытти чухнехи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ольга Максимова (Федотова) асӑннӑ тӑрӑхри Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ. Ӑна ҫывӑх ҫыннисем ҫухатнӑ. 46 ҫулти хӗрарӑм ӑҫтине вӗсем раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмен.
Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Паян вара вӗсем хӗрарӑм виллине тупнине, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ.
ЧР Цифра министерстви халӗ те «Хыпар» хаҫат валли редактор шырать. Тепӗр 7 районти хаҫатӑн та редакторсем ҫук.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле пулнӑ. Анчах ӑна кӑрлач уйӑхӗччен тӑснӑ. Цифра министерстви документсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Тӑвай тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи хаҫатсем валли редактор шыраҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ ҫӗнӗ музей аслӑ ҫул хӗрринче аякранах курӑнса ларать.
Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫлесе кайнӑскер «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсем» мемориалта вырнасӑ.
Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта йӑлана кӗнӗ музей формачӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри техника майӗсемпе те усӑ курнӑ.
Пысӑк ҫутӑ экранӗ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисене халалланӑ видеопа ҫӗрӗпех паллаштарса тӑрать. Ҫавӑ «М7» ҫул ҫинченех курӑнса ларать.
Музейра – мультимеди информаци сӗтелӗсем, плазма панель, лазер проектор, акустика тытӑмӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 11 сехет те 15 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Куславкка муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Скания» фурӑпа ҫапӑннӑ. «Приора» водителӗ, 60-65 ҫулсенчи арҫын, вилмеллех суранланнӑ.
Куславкка муниципалитет округӗнчи Мӗниҫырми ялӗнчи 68 ҫулти арҫын мунчара пурӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла унӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа унӑн унта кун кунлама тивнӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара ҫак арҫыннӑн мунчи те ҫунса кайнӑ. Шел те, вӑл хӑй те унтан тухайман. Пушар каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Вӑл ҫуннине ҫынсем тӳрех асӑрхаман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1454 пушар пулнӑ, вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |